Чăваш чĕлхипе литература эрни

Чăваш чĕлхипе литература эрни

            Йăлана кĕнĕ тăрăх, ака уйăхĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Кăçал та вăл тĕрлĕ ĕç-пуçпа пуян пулчĕ.

Мăнçут ялĕнче вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тепĕр хут паллашрĕç: „Иван Яковлев çамрăксен чĕринче“ фильм пăхса сÿтсе яврĕç, калавĕсене вуларĕç, викторинăра тупăшрĕç. „Шутла, тавçăр, шухăшла“ вăйăра вĕренекенсен ушкăнсем çине уйрăлса чăваш чĕлхипе, литературипе, культурипе çыхăннă ыйтусен хуравĕсене шырама тиврĕ. Харпăр хăй пĕлĕвĕпе пултарулăхне ачасем „Çăлтăрчăк“ вăйăра кăтартрĕç. „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024“ акцие хутшăнакансем те самай. Тăххăрмĕш классем диктанта аван çырни уйрăмах савăнтарать.

Конкурсра, вăйăра çĕнтернисем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Çĕнтерейменнисем те пăшăрханмаççĕ: чи кирли – атте-анне чĕлхине пĕлни, ăна вĕренни, унпа хутшăнни.