Чăваш чĕлхи кунĕ

    Пирĕн шкулта чăваш чĕлхине юратакан ачасем нумай. Тĕрлĕ мероприятисене, олимпиадăсемпе конкурссене, конференцисене активлă хутшăнаççĕ вĕсем. Çавсем тивĕç пулчĕç те ĕнтĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче районта иртекен Чăваш чĕлхи кунне кайса курма.