„Чĕрĕ сăмах" конкурс

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Йĕкĕрвар шкулĕнче „Чĕрĕ сăмах” конкурс пулса иртрĕ. Ку конкурсра 6-9 классенче вĕренкенсем чăваш çыравçисен хайлавĕсенчи сыпăксене пăхмасăр каларĕç. Вĕренкенсем С.Павловăн, К.Чулкаçăн, Р.Сарпин, Ю.Скворцовăн, Р.Шевлепин, В.Давыдов-Анатрин, В.Алентейĕн хайлавĕсене суйласа илнĕ. Сыпăксене  вĕсем  ăнланса, чуна тивмелле каласа пачĕç,  куракансене те, жюри членĕсене те тыткăнларĕç. 8 класра вĕренкен Мария Ивановăпа 6 класра вĕренекен Павел Кузьмина çитекенсем вара пулмарĕç.   Вĕсене итленĕ май куракансен куççулĕсем те тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче çавăн пекех  Катя Алексеева, Юлия Иванова, Ангелина Иванова тата Вера Иванова пулчĕç. Вĕсене гармотăсем тата парнесем парса хавхалантарчĕç. Шкул чысне районта хÿтĕлеме вара Павелпа Мария тивĕçрĕç.