Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти „Туслăх хĕлхемĕ” фестиваль иртрĕ

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Опытнăй посёлокĕнчи вăтам шкулта районти „Туслăх хĕлхемĕ” фестиваль пулса иртрĕ. Шкул чысне çак фестивальте 8“Б“ класра вĕренекен Валентина Леонтьева хÿтĕлерĕ, тĕрлĕ станцисенче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. „Чĕлхе – халăх мулĕ” тата „Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши” темăсемпе тест ыйтăвĕсене хуравларĕ, „Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать” темăпа эссе çырчĕ,  „Илемлĕх тĕнчи” станцире  П.Хусанкайăн „Мехел” сăввине янраттарчĕ, „Пирĕн пултарулăх” станцире вара ăста вăйăçă пулса куракансене чăвашсен авалхи вăййине – çăпата çавăрмалла – выляттарчĕ. Пĕтĕмĕшле балсене шутланă  хыççăн Валя район çĕнтерÿçи пулни палăрчĕ. Маттур! Эпир ăна саламлатпăр, фестивалĕн республика шайĕнчи тапхăрĕнче ăнăçу сунатпăр.