Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Йĕкĕрвар ялĕнчи шкулта вĕренекенсем тата вĕрентекенсем Чăваш наци библиотеки Н.Я. Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитнине халалласа ирттерекен „Иакинф Бичурин миссионер тата тĕпчевçĕ” çутлăх турнир акцине хутшăнчĕç. Çак акци Чăваш Республикинче 2017-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 1-15- мĕш кунĕсенче иртет. Акци тĕллевĕ: Н.Я. Бичурин востоковед тĕпчевçĕ ятне халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе упраса хăварасси, унăн творчествăлла эткерлĕхне тимлесси. Акцие йĕркелекенсем Бичуринăн литературăри тата наукăри эткерлĕхне халăх хушшинче сарас, пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен ытларах пĕлме пулăшас, тĕпчев-шырав ĕçне явăçтарас, библиотекăпа тачă çыхăну татма хавхалантарас задачăсем лартаççĕ.
Мероприятие хатĕрленсе Йĕкĕрвар ял библиотекин ĕçченĕ Пыркина Н.Н. тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Афанасьева В.В. „Раççей китаистикин хĕвелĕ” ятпа пĕлÿ сехечĕ ирттерчĕç. Кунта Никита Бичуринăн пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕп саманчĕсемпе паллашрĕç, Чăваш наци библиотеки сайтĕнчи Бичуринпа çыхăннă материала тишкерчĕç.
Турнира хутшăнакансем 20 ыйту çине хуравларĕç. Ыйтăвĕсем кăсăклă пулчĕç. Хăшĕсем йывăртарах пулчĕç пулин те ушкăнсем тулли хуравсем пама тăрăшрĕç. Ытларах балл пухса „Бичуринецсем” ушкăн çĕнтерчĕ. „Китаеведсем” ушкăн та питĕ маттур пулчĕ. Турнир хавхалануллă, усăллă иртрĕ, хутшăнакансем кăмăллă юлчĕç. Мĕн пур хутшăнакансем сертификатсене тивĕçрĕç.