„Театр тĕп рольте” диктанта хутшăнтăмăр

2017-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикинче „Театр тĕп ролтьте” ятпа театр диктанчĕ иртрĕ. Ку диктанта Йĕкĕрвар ялĕнче вырнаçнă Чиричкасси шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Диктанта йĕркелекенĕ Чăваш Республикин наци библиотеки. Çак çутлăх акцине Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çул тултарнине халалланă. Диктант тĕллевĕ – театр мĕнле пуçланса кайнине, унăн аталанăвне тишкернĕ май тăван тавралăха, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси.

Асăннă çутлăх акцине хатĕрленнĕ май Йĕкĕрвар ял библиотекин ĕçченĕ Н.Н. Пыркинапа чăваш чĕлхине вĕрентекен В.В. Афанасьева вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче „Чăваш театрĕн легенди” ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ. Кунта ачасем театр сцени çинче 70 çул ытла тăрăшакан СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина çинчен интереслĕ хыпарсем пĕлчĕç. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче 7-9 классенче вĕренекенсем „Чăваш ен актёрĕсем” пĕлÿ сехетне хутшăнса чăваш актёрĕсем çинчен аса илчĕç, вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Çавăн пекех „Чăваш ен актёрĕсем” библиографи справочникĕнчи статьясене, „Хыпар” хаçатра пичетленнĕ театр историйĕпе паллаштаракан „Никĕсĕ шанчăклă” статьяна пăхса тухрĕç. Çак мероприятисене хутшăнни вĕренекенсене театр диктантне ăнăçлă çырма пулăшрĕç. Диктанта хутшăннă 13 çынран виççĕшĕ 150 балл пухса çĕнтерÿçĕ ятне илчĕç, ыттисем хутшăннине çирĕплетекен сертификатсене тивĕçрĕç.