«Юрататӑп эп чӑвашсене, вĕсене ырӑ тунисĕр пуçне мана урӑх нимĕн те кирлĕ мар»

2018 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхĕн аслă патриархĕ, халăха çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май эпир 2018 çула И.Я. Яковлев çулталăкĕ тесе хисеплетпĕр. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чиричкасси шкулĕн Йĕкĕрварти уйрăмĕнче вĕренекенсем  Иван Яковлевича   халалланă „И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан” темăпа пĕрлехи мероприятие хутшăнчĕç. Кунта эпир Вĕрентекенĕмĕре халалланă презентацие сÿтсе яврăмăр, кĕнеке куравĕпе паллашрăмăр, çулталăк тăршшĕпе ирттермелли мероприятисене палăртрăмăр тата Çул çÿрев хучĕсем хатĕрлерĕмĕр. Кусем – палăртнă кашни мероприятие ача мĕнле хутшăннине, миçе балл пухнине  кăтартакан хутсем. Çулталăк вĕçĕнче çак хутсем тăрăх пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр.