Чăваш чĕлхи кунне халалланă концерт

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Чиричкасси тĕп шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă концерт пулчĕ. Концерта 6 класра вĕренекенсем «Тăван ҫĕршыв» юрăпа – Чăваш Республикин Гимнĕпе уҫрĕҫ. 1-9 классенче вĕренекенсем чăваш юрри-ташшипе, сăвви-халапĕпе, вăййисемпе савăнтарчĕҫ. Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă «артистсене» пăхса ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Чăннипех те ҫĕр пин сăмах, ҫĕр пин юрă, ҫĕр пин тĕрĕ пирĕн халăхăн. Ҫакна тепĕр хут кăтартса пачĕҫ концерта хутшăнакансем.

Концерт умĕн ку шкултах чăваш чĕлхи вĕрентекен Матвеева Н.И. Чăваш чĕлхи кунне мĕншĕн И.Я.Яковлев ҫуралнă кун паллă туни ҫинчен, пирĕн Улăпăн чăваш халăхне ҫутта кăларас тесе тунă ĕҫĕсем ҫинчен каласа пачĕ. Ҫавăн пекех ку уява Кĕлейкасси тата Чиричкасси ял библиотекисен заведующийĕсем Герасимова Л.И. тата Константинова Г.Н. хутшăнчĕҫ. Герасимова Л.И. чăваш чĕлхи пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи пулнине, ăна юратса вĕренмеллине тепĕр хут палăртрĕ, чăваш поэчĕсем тăван чĕлхе ҫинчен ҫырнă сăвăсен сыпăкĕсене янраттарчĕ.

            Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.

Фотоотчёт