2018 çулта чăваш чĕлхипе литература вунă кунлăхне И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалларăмăр. Малтанах туса хатĕрленĕ планпа килĕшÿллĕ шкулта 10 кун хушшинче тĕрлĕ мероприятисем пулса иртрĕç.
Тунтикун, ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче, вĕренекенсем вунă кунлăх планĕпе паллашрĕç, И.Я.Яковлев çинчен ÿкернĕ видеофильмсем пăхрĕç, тĕрлĕ заданисем илчĕç. Вĕрентекен „ВКонтакте” социаллă сетьри „Интересно о чувашском” ушкăнра Иван Яковлев çинчен тухса тăракан информаципе паллашса пыма сĕнчĕ.
„Аслă вĕрентекенĕмĕре чыс тăвар-и?” вăйă викторина иртрĕ
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 6-9 классем чăваш патриархне И.Я.Яковлева халалланă „Аслă Вĕрентекенĕмĕре чыс тăвар-и?” вăййа хутшăнчĕç. Ку вăййа телевиденипе кăтартакан „Своя игра” вăйă ĕлкипе хатĕрленĕ. Вĕренекенсене миçе балл таякан ыйтăва хуравлас кăмăл пуррине шута илсе 5 ушкăнран пĕринчен ыйту суйлама сĕнчĕç. Унтан экран çине тухнă виçĕ хуравран пĕрне, тĕрĕссине суйламалла пулчĕ вĕсен. Çапла майпа вĕренекенсем балсем пухса пычĕç. Тĕрĕс мар хуравласан балсем чакрĕç, çавăнпа мала тухма çăмăлах пулмарĕ. Чи маттуррисен шутĕнче Екатерина Алексеева, 590 балл (8 класс), Ангелина Иванова, 570 балл (8 класс), Беляев Александр, 290 балл (6 класс), Иванова Мария, 290 балл (9 класс), Павлова Нелли, 260 балл (7 класс) пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр! Малашнехи ăмăртусенче пурне те ăнăçусем сунатпăр!
„Савар, мухтар чĕлхемĕре” ăмăрту
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 5 тата 6 классем „Савар, мухтар чĕлхемĕре” ăмăртăва хутшăнчĕç. Ку мероприятие И.Я.Яковлевăн сумлă юбилейне халалланă. Ăмăрту презентаци мелĕпе иртрĕ. Вĕренекенсем „Чăваш чĕлхи“, „Тăван литература“, Тупмалли юмахсем“, „Ваттисен сăмахĕсем“, „И.Я.Яковлев“ пайсенчи ыйтусем çине хуравларĕç. Ыйтусене 5,6 классен пĕлÿ шайне шута илсе хатĕрленĕ пулин те вĕренекенсене вĕсем çине хуравлама çăмăлах пулмарĕ. Пуринчен ытларах балл пухса ку ăмăртура 6 класра вĕренекен Саша Беляев мала тухрĕ.
И.Я. Яковлев калавĕсене вуласа тишкертĕмĕр
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5 класра вĕренекенсем Йĕкĕрвар ял библиотекинче хăнара пулчĕç. Кунта Нина Николаевна Пыркина библиотекарь И.Я.Яковлевăн калавĕсемпе тата „Манăн пурнăç“ кĕнекери сыпăксемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем Иван Яковлевичăн „Нуша“, „Чакак“, „Сармантей“, „Лаша шырани“ калавĕсене вуласа тишкерчĕç, унăн ачалахĕ çинчен пĕлчĕç.
Пултаруллисемпе хаваслисен ăмăртăвĕ
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта 7, 8, 9 классен ушкăнĕсем хушшинче „Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе” ятпа пултаруллисемпе хаваслисен конкурсĕ пулса иртрĕ. Чи малтанах ушкăнсем И.Я.Яковлев пурнăçне сăнлакан „Свет яркой звезды“ видеофильма пăхрĕç, унтан вара çак фильмри самантсене мĕнле астуса юлнине ыйтусем çине хуравласа çирĕплетрĕç. Малаллахи ĕçсем чăваш чĕлхи, литература ыйтăвĕсем тавра пулчĕç, кунта теори ыйтăвĕсем çине хуравлама та, практика ĕçĕсем тума та тиврĕ. Ăмăртăвăн виççĕмĕш пайĕнче шÿтлĕ ыйтусем çине хуравлама тата сăвă çаврисем шăрçлама лекрĕ. 7 классен „Хунав“ ушкăнĕ 18 балл пухса 1-мĕш вырăна тухрĕ. 9 классен „Çеçпĕл“ ушкăнĕ 2-мĕш вырăнта, 8 классен „Шуçăм“ ушкăнĕ вара 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
„Чĕрĕ сăмах” илемлĕ вулакансен конкурсĕ
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 6-9 классем чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмне пуханчĕç. Кунта И.Я.Яковлев юбилейне халалланă „Чĕрĕ сăмах” илемлĕ вулакансен конкурсĕ пулса иртрĕ. Ачасем чăваш çыравçисен И.Яковлева халалласа çырнă сăввисене, калав сыпăкĕсене вуларĕç. 7 класра вĕренекен Катя Алекеева М. Трубинан „Ача чухнехи“ повеçĕн «Шкула Иван Яковлев килсе кайни» сыпăкне питĕ илемлĕ каласа 1-мĕш вырăна тухрĕ. 2-мĕш вырăнта 7 класра вĕренекен Юлия Иванова, Аделина Лукина, Павел Кузьмин пулчĕç. 3-мĕш вырăна 6 класри Саша Беляев тивĕçрĕ. Жюри членĕсем ку вĕренекенсене мухтарĕç, вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕç.
Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнтăмăр
Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш диктантне ирттерчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Чиричкасси шкулĕн 5, 9 класĕсенче вĕренекен 6 ача тата шкулта ĕçлекен 4 çын чăвашла хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме кăмăл турĕ. Хутшăнакансенчен иккĕшĕ, Васильева Л.Г., кĕçĕн классене вĕрентекен тата „Фиалка“ псевдоним илнĕ хутшăнакан хăйсем чăвашла тĕп-тĕрĕс çырма пултарнине кăтартрĕç, „пиллĕк” палла тивĕçрĕç. Вĕренекенсем вара вĕсенчен кăштах юлчĕç, вĕсем хушшинче „3” тата „2” паллă илекенсем те пулчĕç. „Ку малалла татах та тăрăшарах вĕренмеллине пĕлтерет“, - пĕтĕмлетÿ турĕç вĕренекенсем.
Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ район шайĕнчи уяв
Çак кунах 6-8 классенче вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ район шайĕнчи уява хутшăнчĕç. Ку уяв Опытнăй посёлокĕн шкулĕнче пулса иртрĕ. Уявра ачасем Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсемпе тĕл пулчĕç, хăйсене интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене пĕлчĕç тата районти тĕрлĕ шкулсенче вĕренекен пултаруллă ачасен сăвви-юррисене итлесе киленчĕç.
„Ун ячĕ нихăçан та сÿнмĕ” литература композицийĕ
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я.Яковлева халалланă „Ун ячĕ нихăçан та сÿнмĕ” литература композицийĕ иртрĕ. Ку мероприятие Йĕкĕрвар ял библиотекин ĕçченĕ Н.Н.Пыркинапа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.В.Афанасьева 5-9 классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Кунта ачасем аслă патриархăмăр пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне кăтартакан слайдсемпе, ăна хакласа каланă сăмахсене паллашрĕç тата чăваш драматургĕсем унăн сăнарне мĕнлерех калăпланине тишкерчĕç. Вĕренекенсем Иван Яковлев чăваш чĕлхине хакласа каланă сăмахсене тимлĕн вуларĕç, чăваш чĕлхи илемлĕ те пуян чĕлхе пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
«Иван Яковлевич Яковлев - чăваш культурин патриархĕ» библиотека диктанчĕ
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăра «Иван Яковлевич Яковлев - чăваш культурин патриархĕ» ятпа çутлăх акцийĕ иртрĕ. Диктанта йĕркелесе ирттерекенĕ - Чăваш Республикин наци библиотеки. Āна Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 150 çул çитнине халалланă.
Диктант тĕллевĕ: Иван Яковлевич Яковлевăн ăс-тăн пуянлăхне тимлесе тăван халăхăн истори, культура, чĕлхе пĕлĕвĕн шайне ÿстересси. Диктанта йĕркелекенсем Иван Яковлевич Яковлевăн ăс-тăн пуянлăхне халăх хушшинче анлăн сарас, халăхăн вулас активлăхне ÿстерес, тĕпчев-шырав ĕçне явăçтарас задачăсем лартнă.
Çутлăх акцине Йĕкĕрвар шкулĕнче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Библиотека диктантне тĕрĕс çырма Нина Пыркина библиотекарьпе В.В. Афанасьева вĕрентекен чылай ĕç туса ирттерни пулăшрĕ. 14 хутшăнаканран тăххăрăшĕ чи пысăк балл пухма пултарчĕ. Диктанта хутшăнакансем Наци библиотекин «Интересно о чувашском» ушкăнне кĕрсе унти хыпарсемпе паллашса ăса хывнине те палăртмалла.
«И.Я.Яковлев патне çырнă оригиналлă çыру» конкурс
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче «И.Я.Яковлев патне çырнă оригиналлă çыру» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене турăмăр. Конкурса 6-9 классенче вĕренекен 16 ача хутшăнчĕ. Вĕсен Иван Яковлевич патне çыру çырмалла пулчĕ. Çырура вĕренекенсен чăваш Улăпне мĕнле хакланине, ун çинчен мĕн пĕлнине, мĕн шухăшланине кăтартса памалла пулчĕ. Жюри членĕсем 8 класри Ангелина Ивановапа Мария Беляева тата 9 класри Мария Ивановапа Анастасия Петрова çырăвĕсене чи оригиналлă çырусен шутне кĕртрĕç.