„Пĕтĕм пурнăç – театр” - Театр çулталăкне халалланă мероприяти

       Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Йĕкĕрварти шкулта пысăк уяв иртрĕ. Çак кун 8-мĕш тата 9-мĕш классенче вĕренкенсем куракансене Геннадий Волков калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ „Анне яшки” тата „Ăслă ача” ятлă инсценировкăсем кăтартрĕç. Çак мероприятие Театр çулталăкне халалланă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем те, ялти библиотека çумĕнчи „Ветеран” клуб членĕсем те, ашшĕ-амăшĕсем те инсценировкăсене хапăл туса йышăнчĕç. Куракансем палăртнă тăрăх, арçын рольне чи лайăх вылякан тесе 8-мĕш класри Герасимов Даниила, хĕр арăм ролĕсене чи лайăх вылякан артисткăсем тесе 9 –мĕш класра вĕренекен Мария Беляевăпа 8-мĕш класра вĕренекен Аделина Лукинана палăртрĕç. Çавăн пекех хăйсен ролĕсене Ангелина Иванова, Мая Алексеева, Юлия Иванова, Маргарита Леонтьева, Неля Павлова, Роман Никитин, Павел Кузьмин аван выляса пачĕç.

Фотоотчёт