Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Йĕкĕрварти шкулта чăваш чĕлхи вунă кунлăхĕн планĕпе килĕшÿллĕн 5-7 классенче вĕренекенсен хушшинче „Тăван чĕлхем, таса хĕлхем!” ятпа КВН пулса иртрĕ. Вĕренекенсем икĕ ушкăна уйрăлса ăмăртрĕç. Пĕрремĕш ушкăн хăй валли „Чăнкă ачасем”, иккĕмĕш ушкăн „Чăвашсем” ят суйларĕç. Хутшăнакансен тĕрлĕ ĕç туса ăмăртмалла пулчĕ: ертсе пыракан пуçласа панă сăвă йĕркисене вĕçлерĕç, ÿсен-тăран ячĕсене вырăсла куçарчĕç, пăтраштарса панă ваттисен сăмахĕсене кирлĕ пек вырнаçтарчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, сăвă илемлĕ вуларĕç, „Юрататăп чăваш чĕлхине” предложенире тĕл пулакан предложенири сас паллисемпе усă курса ытти сăмахсем турĕç. Ытларах балл пухса „Чăнкă ачасем” ушкăн мала тухрĕ, 7-мĕш класра вĕренекен Саша Беляев вара „Чи хастар вăйăçă” ята тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе хутшăнакансене грамотăсемпе тата пылак парнесемпе хавхалтартăмăр.
.
Версия для слабовидящих