Чăваш чĕлхипе литература вунă кунлăхĕ малалла пырать. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 8-мĕш тата 9-мĕш классенче вĕренекенсем „Тăван чĕлхе, эс – вĕçĕмсĕр тĕнче!” ятлă ăмăртăва пухăнчĕç. Ăмăртура вĕренекенсем ĕмĕрсем хушши аталанса пынă тăван чĕлхе еплерех пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Вăйăра икĕ ушкăн пулчĕ: 8-мĕш классен „Чечексем” ушкăнĕ тата 9-мĕш классен „Пыл хурчĕсем” ушкăнĕ. Ушкăнсем пĕр-пĕрне ыр сунса çитĕнÿсем суннă хыççăн разминка пулса иртрĕ: ертсе пыракан ушкăнсене ыйтусем пачĕ, икĕ минут хушшинче хăш ушкăн ытларах ыйту çине хуравлама пултарнине тĕрĕслерĕ. Малалла вара вĕренекенсемшĕн „уроксем” пуçланчĕç. Чăваш чĕлхи урокĕнче пăтă ячĕсене чăвашларан вырăсла куçармалла пулчĕ, биологи урокĕнче тĕрлĕ чĕр чунсен мăшăрĕсене тупрĕç тата йăх тăсакансене палăртрĕç, истори урокĕнче Чăваш çĕр-шывĕн историйĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, математика урокĕнче шутпа çыхăннă ыйтусем пулчĕç, музыкăра вара ертсе пыракансем пуçласа панă юрă йĕркисене малалла тăсмалла пулчĕ. „Уроксенче” тимлĕ пулнă ачасемшĕн вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт çитрĕ. „Чечексем” ушкăн нумайрах балл пухса мала тухрĕ. Мала тухнисене те, выляса янисене те хавхалану парнисемпе чысларĕç.
Вĕренекенсем ытарайми чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи, пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çÿпçи, сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă нимĕнпе танлаштарма çук пысăк пуянлăх пулнине палăртрĕç. „Тăван чĕлхене хисеплеме, унăн пуянлăхĕпе усă курма манас марччĕ”,- тесе пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.