«Театр – пирĕн савăнăç» уяв

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чиричкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Театр – пирĕн савăнăç» уяв иртрĕ. Малтанах чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Матвеева Нина Ивановна Шупашкарти театрсем çинчен каласа пачĕ. Чăваш академи драма театрĕн историйĕпе паллашма вара вĕренекенсене уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Хусанта иртнĕ пĕрремĕш чăвашла спектаклĕн афишине тĕлĕнсе вуларĕç ачасем.

Уява Чиричкасси ял библиотекин библиотекарĕ Константинова Галина Николаевна та хутшăнчĕ. Вăл ачасемпе «Ман тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи» викторина ирттерчĕ.

5-6 класра вĕренекенсем С.Мерчен çырнă пĕр пайлă «Чаплă парне» пьесăна выляса пачĕç. Вылякансем хăйсен ролĕсене ăста калăплани куракансене питĕ килĕшрĕ. Маттур пирĕн çамрăк артистсем!

Фотоотчёт