„Чĕрĕ сăмах” конкурс

 

Ака уйăхĕн 24 –мĕшĕнче Йĕкĕрварти шкулта „Чĕрĕ сăмах” ятпа илемлĕ вулакансен конкурсĕ пулса иртрĕ. Конкурсра тухса калаçма вĕренекенсем сăвăсем те, проза сыпăкĕсем те суйланă. П.Хусанкай, Виталий Станьял,  К.Иванов,  Стихван Шавли, Г.Ефимов, Г. Юмарт,  А.Воробьёв, Иван Ивник, А.Алга, Н. Ишентей,  Митта Ваçлейĕ, И.Тукташ  хайлавĕсене каласа пачĕç. Хисеплĕ жюри  сăмахсене йăнăшсăр  каланине, тĕрĕс интонаципе каланине, хусканусем тунине, хутпа усă курмасăр каланине  тата куракансене тыткăнлама пултарнине хакларĕ. Çĕнтерÿçĕсене 2 ушкăнра палăртрĕç: 8-9 классем тата 5-7 классем. Куракансене уйрăмах 8-мĕш тата 9-мĕш класра вĕренекенсем калани килĕшрĕ. Ангелина Ивановăна çитекенни пулмарĕ, паллах. П.Хусанкайăн „Таня” поэмин  сыпăкне вăл чуна хускатмалла каласа пачĕ, куракансен куçĕсем те шывланчĕç.  8-мĕш  класра вĕренекн Павел Кузьмин, Юлия Иванова, Аделина Лукина тивĕçлипех 2-мĕш вырăн йышăнчĕç, вĕсем те хăйсем суйланă сăвăсене тĕрĕс интонаципе, чуна тивмелле пăхмасăр каласа пачĕç. 3-мĕш вырăнта 9 класра вĕренекенсем – Роман Никитин тата Мая Алексеева. 5-7- мĕш классем хушшинче чи матурри 7-мĕш класс ачи Саша Беляев пулчĕ. Вăл Юхма Мишшин „Путĕш Патян мыскарисем” ярăмри „Вăрăм чĕлхесене касма килеççĕ” калавĕпе куракансене кăсăклантарчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Чебоксаров Артёмпа Тимофеев Денис пайларĕç. Вĕренекенсем çак конкурс литература хайлавĕсене вулама, вĕсене хаклама вĕрентекен мероприяти пулчĕ тесе пĕтĕмлетрĕç.