Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă куна, халалласа Йĕкĕрварти шкулта чăваш чĕлхипе литература вунăкунлăхĕ иртрĕ. Вунă кун хушшинче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе илемĕ пирки нумай шухăшларĕç, çĕннине пĕлсе хавхалавнчĕç. Вунăкунлăхăн юлашки мероприятийĕ „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019” акцие хутшăнни пулчĕ. 14 вĕренекен, 3 вĕрентекен тата Ял библиотекин библиотекарĕ диктанта çырса хăйсем чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине кăтартса пачĕç. „5” паллă илекенсен хушшинче 8-мĕш класра вĕренекен Юлия Иванова, вырăс чĕлхине вĕрентекен Татьяна Павлова, кĕçĕн классене вĕрентекен Людмила Васильева, Чăваш чĕлхине вĕрентекен Валентина Афанасьева, ялти вулавăш „хуçи” Нина Пыркина пулчĕç. „4” палла 8-мĕш классем Аделина Лукина, Павел Кузьмин, Нелли Павлова тивĕçрĕç.