Ака уйăхĕн 20 – 27 кунĕсенче Чиричкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Ҫак эрнене Чăваш автономине туса хунăранпа 100 ҫул, чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов ҫуралнăранпа 130 ҫул ҫитнине халалларăмăр. Эрне хушшинче ҫакăн пек ĕҫсем планларăмăр:
Хăҫан? |
Ĕҫсем |
Класс |
Ака 20 |
Чăваш чĕлхипе литературин эрнине уҫни. Ирттерме палăртнă ĕҫсемпе паллаштарни. |
1-9 |
Ака 20 |
Викторина «Чăваш поэзийĕн ҫутă ҫăлтăрĕ К.В.Иванов» (поэт ҫуралнăранпа 130 ҫул ҫитнĕ май) |
5 - 9 |
Ака 21-23 |
К.В.Иванов тата ытти чăваш ҫыравҫисен хайлавĕсем тăрăх тунă ӳкерчĕксен куравĕ |
1-8 |
Ака 24 |
«Ваттисен сăмахĕсене пĕлетпĕр-и?» конкурс |
1 - 8 |
Ака 25 |
«Тăван чĕлхене юратса вĕренетпĕр» фотоконкурс |
1-7 |
Ака 27 |
Чăваш чĕлхи эрнин пĕтĕмлетĕвĕ |
1-9 |
«Чăваш поэзийĕн ҫутă ҫăлтăрĕ К.В.Иванов» викторинăна 7 вĕренекен хутшăнчĕ. Малти вырăнсене ҫак вĕренекенсем ҫĕнсе илчĕҫ:
1 вырăн – Герасимов Александр, 8 класс
2 вырăн – Шабров Руслан, 8 класс
3 вырăн – Андреев Кирилл, 8 класс.
К.В.Иванов тата ытти чăваш ҫыравҫисен хайлавĕсем тăрăх тунă ӳкерчĕксен куравĕнче 5-мĕшсем тата 7-мĕшсем активлă пулчĕҫ.
1 вырăна икĕ ĕҫ тивĕҫрĕҫ:
- Витальева Виолетта, 5 класс ( М.Трубинан «Чăхпа кушак» калавĕ тăрăх ӳкернĕ);
- Тихонов Анатолий, 5 класс. (Е.Лисинăн «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм» калавĕ тăрăх);
2 вырăна 5 класра вĕренекен Сергеев Артем ҫĕнсе илчĕ. Вăл хăйĕн ĕҫне Н.Мартыновăн «Юнлă ҫырла» калавĕ тăрăх ӳкернĕ;
3 вырăна 7 класра вĕренекен Кадикина Ирина йышăнчĕ. (М.Кипекĕн «Кайăк тусĕ» повесть тăрăх).
«Ваттисен сăмахĕсене пĕлетпĕр-и?» конкурсра ҫĕнтерӳҫĕ Тихонов Анатолий (5 класс) пулса тăчĕ.
«Тăван чĕлхене юратса вĕренетпĕр» фотоконкурса шкул ҫулне ҫитмен ача та хутшăнчĕ. Пурĕ 5 ĕҫ тăратнă.
1 вырăн – Тихонов Анатолий (5 класс), Иванов Александр ( шкул ҫулне ҫитмен);
2 вырăн – Кадикина Ксения (6 класс); Кадикина Ирина (7 класс);
3 вырăн – Попова Анастасия (6 класс).
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие те хутшăнчĕҫ пирĕн вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата амăшĕсем. Пурĕ 12 ҫын: вĕренекенсем – 8,учительсем – 2, амăшĕсем – 2.
Ҫĕнтерӳҫĕсене, чăваш чĕлхи эрнине активлă хутшăнакансене шкулăн хисеп грамотисемпе чыслатпăр.