Ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 7 класс вĕренекенĕсем тăван литературăпа 2019-2020 вĕренӳ ҫулĕнче вĕреннĕ хайлавсенчен чи килĕшни ҫинчен каласа пачĕҫ. М.Трубинан «Хăнаран» калавĕ 2 ачан чунне хускатнă. Эрех сиенĕ чăннипех те пысăк пулнине палăртаҫҫĕ Шалфеева Ксенипе Чебоксаров Артем. К.Турхан «Пулеметчик Иван Смирнов» калавра ҫырса кăтартнă паттăрлăх Коля Иванова хавхалантарнă, чăн-чăн паттăрлăх мĕнне ăнланса илме пулăшнă. Г.Луч ҫырнă «Чун туйăмĕ» калав пирки Захарова Софья ҫапла ҫырать: «Мана Г.Луч ҫырнă «Чун туйăмĕ» калав килĕшрĕ. Унта Вальăпа Нина Светланăн дневникне вăрлаҫҫĕ. Ку чун туйăмне вăрлани пулать. …Мана ку калав туслăх, юлташлăх темине хускатнăран килĕшрĕ».
Илемлĕ литература хайлавĕсене ăнланса вуласси, тĕрĕс хаклама вĕренесси – тăван литература урокĕсемшĕн чи кирли .