Кăçал шкулта чăваш чĕлхипе литература Эрни "Чăваш çĕршывĕн мухтавлă çыннисем" презентаципе пуçланчĕ. 8,9 классенче вĕренекенсем çĕршыв тата тĕнче пĕлмелĕх ĕçсемпе палăрнă ентешсем çинчен тухса калаçрĕç. Чăваша тĕнче умне кăларнă виççĕмĕш космонавтăн А.Г.Николаевăн паттăрлăхне мĕн пĕчĕкренех асра тытатпăр. Чăваш халăхне çырулăх парнелеcе, шкулсем уçса çутта кăларнă И.Я.Яковлева ĕмĕр-ĕмĕр Улăп сăнарĕ пек куратпăр. К.В.Иванова илемлĕ чĕлхеллĕ "Нарспи" поэмишĕн тав тăватпăр. Г.Н.Волков академик, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл тата ытти ятсем чăваш халăхĕн асĕнчен нихăçан та тухмĕç.
.
Версия для слабовидящих