"Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ",- тенĕ И.Я.Яковлев. Чăннипех кăтартса пачĕç çакна Чиричкасси шкулĕнче вĕренекенсем. "И.Я.Яковлев - чăваш халăхĕн Улăпĕ" ятпа иртрĕ кăçал çулсерен паллă тăвакан Чăваш чĕлхи кунĕ. Тăван халăхăн сăвви-халапĕ, юрри-кĕвви уççăн, илемлĕн янрарĕ шкул сцени çинче.
.
Версия для слабовидящих