Ҫĕрпӳ енĕн хисеплĕ гражданинĕ Роза Шевлепие халалланă литература каҫĕ пулса иртрĕ

Ҫĕрпӳ енĕн хисеплĕ гражданинĕ  Роза Шевлепие халалланă литература каҫĕ пулса иртрĕ

  Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Чиричкасси тĕп шкулĕнче ăста педагог, поэт, прозаик, Ҫĕрпӳ енĕн хисеплĕ гражданинĕ  Роза Шевлепие халалланă литература каҫĕ пулса иртрĕ. 1935 ҫулхи шăп ҫак кун ҫуралнă ҫыравҫă.  Ачалăхĕ, яшлăхĕ  ҫывăхри Ҫатра ялĕнче иртнĕ.

     Ҫак уявра Роза Ивановнăн пурнăҫĕпе пултарулăхне, унăн обществăлла ĕҫне-хĕлне вĕренекенсемпе вĕрентекенсем туллин ҫутатса пачĕҫ. Ачасем ҫыравҫăн хайлавĕсем тăрăх йĕркеленĕ сценкăсем кăтартрĕҫ,  калав сыпăкĕсене  вуларĕҫ.   

     Роза Шевлепин сăввисем тăрăх пирĕн композиторсем хывнă юрăсем те янрарĕҫ ҫак уявра.  Евгений Федоров кĕвĕленĕ «Йăмăк» юррине 5 класра вĕренекен Григорьева Аринăпа Петрова Вероника ăста юрларĕҫ.   Ялти культура ҫурчĕ ҫумĕнчи  пултарулăх ушкăнĕ «Атте-анне аса килсен…» юррипе куракансен чĕрине хускатрĕ.  

     Шкулти «Акăшпи» фольклор ушкăнĕ тата культура ҫурчĕ ҫумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшисемпе уява илем кӳчĕҫ.

     Эпир, Ҫĕрпӳ енĕн ҫыннисем,  пирĕн тăрăхран ҫавăн пек пултаруллă педагог, поэт, прозаик тухнипе мухтанатпăр. Р.Шевлепи пултарулăхне ачасем малалла та тĕпчĕҫ, вĕренĕҫ.

     Ҫак литература каҫĕ Мухтавлă ентешсен ҫулталăкне халалланă  мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕ пек пулчĕ.

Фотогалерея