Чиричкасси тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем И.Я. Яковлев халалĕсемпе паллашрĕҫ

Чиричкасси тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем  И.Я. Яковлев халалĕсемпе паллашрĕҫ

И.Я.Яковлев – чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ. Вăл пирĕн халăха ҫырулăх парнеленĕ, шкулсем уҫса вĕренме май туса панă. Вăл уҫнă Чĕмпĕрти шкултан вара нумай-нумай ҫын вĕренсе тухса чăваш культурипе литератури аталанăвĕнче паллă йĕр хăварма пултарнă.
И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнĕ май ирттерме палăртнă ĕҫсен планĕпе килĕшӳллĕн ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чиричкасси тĕп шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекенсем И.Я.Яковлев халалĕсемпе паллаштарчĕҫ. Малтанах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Матвеева Н.И. унăн пурнăҫĕн паллă тапхăрĕсем, тăван халăхшăн тунă иксĕлми пысăк ĕҫĕсем ҫинчен каласа пачĕ. Вĕсене кашни чăваш ачин, мĕн пĕчĕкрен пуҫласа, пĕлсе ӳсмеллине палăртрĕ. Чăваш халăхне панă халала вара кашнин асра тытмалла.

Фотогалерея