Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче 5-9 классенче вĕренекенсем «Атăлпа Урал хушшинче» передачăра пулчĕç

Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче 5-9 классенче вĕренекенсем  «Атăлпа Урал хушшинче» передачăра пулчĕç

     И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнĕ май шкулта тĕрлĕ ĕçсем  иртеççĕ. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче 5-9 классенче вĕренекенсем  «Атăлпа Урал хушшинче» передачăра пулчĕç. Передачăна истори предметне  вĕрентекен  Терентьев Алексей Анатольевич  ертсе пычĕ.  Хальхинче сăмах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн историйĕ пирки пулчĕ. Çак передачăн  тĕллевĕ И.Я.Яковлев шкулĕ мĕнле йĕркеленсе вăй илнинеунăн чăваш халăхне çутта кăларас ĕçри пĕлтерĕшне палăртассиунтан паллă та пултаруллă çынсем тухнине кăтартса парасси пулчĕ.

    Передачăна ертсе пыраканĕ саккăрмĕш класра вĕренекен  Харитонов Германа сăмах пачĕ. Харитонов Герман Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ мĕнле йĕркеленсе  аталанни çинчен интереслĕ те ăнланмалла каласа кăтартрĕ.  5-8 класра вĕренекенсемшĕн ку передача усăллă иртрĕ.