Шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни иртнĕ май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче тупмалли юмахсен каçĕ пулчĕ

Шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни иртнĕ  май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче тупмалли юмахсен каçĕ пулчĕ

Шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни иртнĕ  май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче тупмалли юмахсен каçĕ пулчĕ. Малтанах тупмалли юмахсен вăрттăнлăхĕсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Матвеева Н.И. паллаштарчĕ. Ачасем хăйсем пĕлекен тупмалли юмахсене пĕр-пĕрне парса та вылярĕç. Чи хĕрÿ самант вара «Тупсăмне туп…» ăмăрту пулчĕ. Кунта 3-5 класс вĕренекенĕсем ăмăртрĕç. Ку ăмăртура 5 класра вĕренекен Шалфеев Егор çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Александров Дима (4 класс) тата Андриянов Олег (5 класс) тивĕç пулчĕç.  Виççĕмĕш вырăна Петрова Вероника (5 класс) йышăнчĕ. Маттурсем!

     Ку мероприятие вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн  175 çулхи юбилейне халалларĕç.