И.Я.Яковлев 175 ҫул тултарнине халалласа ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта «Чăваш Улăпĕн ячĕ манăҫмĕ нихҫан» уяв иртрĕ

И.Я.Яковлев 175 ҫул тултарнине халалласа ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче  шкулта  «Чăваш  Улăпĕн   ячĕ  манăҫмĕ  нихҫан»  уяв  иртрĕ

                 И.Я.Яковлев 175 ҫул тултарнине халалласа ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче  шкулта  «Чăваш  Улăпĕн   ячĕ  манăҫмĕ  нихҫан»  уяв  иртрĕ.  Ăна  Кĕлейкасси  ял  библиотекин  заведующийĕ  Герасимова  Л.И.  тата 3,4 классенче  вĕрентекен  Никифорова  Р.А. йĕркелесе  ирттерчĕҫ.

     Малтанах  Герасимова Л.И.  пирĕн аслă  вĕрентекенĕмĕр  чăваш  халăхĕшĕн  тунă  пархатарлă  ĕҫĕсем  ҫинчен  курăмлă ,  асра  юлмалла  каласа  пачĕ.  Чĕмпĕр  шкулĕнчен  вĕренсе  тухса  чăваш  халăхĕн культуринче,  литературинче  паллă  йĕр  хăварнă  ҫыравҫăсемпе,  композиторсемпе  паллаштарчĕ.  Унăн  тăван халăхшăн  тунă  пархатарлă  ĕҫĕсем  ҫинчен  Раҫҫейре  кăна  мар, ытти  ҫĕршывсенче  те  пĕлнине  палăртрĕ.  Вĕренекенсем  Л.Лялькинăн  «Сăваплă  ят»  поэмин  йĕркисене  черетленсе  вуларĕҫ.

     Уявăн  иккĕмĕш  пайĕнче  тĕрлĕ  конкурссем  иртрĕҫ:  «Ваттисен  сăмахĕсене  йĕркеле», 

     «Калава  пĕл»  конкурсра  ачасем  сăмахсен ушкăнĕсем  И. Яковлевăн  мĕнле    калавĕнчен  пулнине  пĕлчĕҫ.

     «Ваттисен  сăмахĕсене  йĕркеле»  конкурсра   И.Яковлев  калавĕсенчи  ăса  вĕрентекен  сăмахсене  тĕрĕс  пуҫтарса  йĕркелерĕҫ.

     «Малалла  мĕн  пулнă?»  ăмăртура  калавсен   содержанине  ҫывăх  тĕрĕс  предложенисем  турĕҫ.

     Ачасем  И.Яковлевăн  калавĕсене  выляса  та  кăтартрĕҫ,  ӳкерчĕксем  тăрăх  хăш  калаври  япала  пулнине  те  пĕлчĕҫ,  сăнланă  тăрăх  герой  хăш  калавран  пулнине  те  пĕлчĕҫ.

     Уявра  тĕлĕнмелле хаваслă  иртрĕ.   Вĕренекенсем  пурте  активлă  тата  пултаруллă  пулчĕҫ.  Уява  пĕтĕмлетнĕ  май  Герасимова  Л.И.  ачасене  пылак  кучченеҫпе  сăйларĕ. 

Фотогалерея