Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче шкулта «Пĕтĕм чăваш
диктанчĕ-2023» иртрĕ. Вĕренекенсем,
вĕрентекенсем, шкул тата культура
ĕҫченĕсем хăйсен чăвашла ҫырас
хăнăхăвĕсене тĕрĕслерĕҫ.
Ку ҫул диктанта И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа
175 ҫул ҫитнине халалланă. Текста Юхма
Мишши хайлавĕнчен илнĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – тăван чăваш чĕлхине
вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе культурин шайне ҫĕклесси.