Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак
куна Чиричкасси шкулĕнче Çеçпĕл Мишшине халалларĕç, мĕншĕн тесен 2024 çулта кăвар
чĕреллĕ поэт çуралнăранпа 125 çул çитет. «Хĕвеллĕ пурнăç юрăçи» ятпа иртрĕ
литературăпа музыка уявĕ.
Çеçпĕл Мишшине тăван чĕлхе шăпи, ун
пуласлăхĕ канăç паман, питĕ хумхантарнă. Чăваш чĕлхи «хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă,
çунтаракан çиçĕм, вĕри вутлă çулăм»
пуласса шаннă поэт. Вĕренекенсем те, уявра поэтăн сăввисене вуласа, çакна тепĕр
хут çирĕплетсе пачĕç.
Тăван чĕлхе шăпи нихçанах та çăмăл пулман.
Темĕн тĕрлĕ йывăрлăха тÿссе, çĕнтерсе пырса
паянхи кун та уççăн янăрать вăл. Ĕмĕр-ĕмĕр
янăра, пирĕн юратнă тăван чĕлхемĕр!