Ăш пиллĕ тĕл пулу

Ăш пиллĕ тĕл пулу

          Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чиричкасси тĕп шкулĕнче ăш пиллĕ тĕл пулу иртрĕ. Ачасем патне хăнана чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши çитнĕ. Михаил Николаевич – чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн ертÿçи,  Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Паллă çыравçă пултарулăхĕпе пухăннисене Т.В.Григорьева вĕрентекен паллаштарчĕ. Юхма Мишши тĕрлĕ жанрпа çырнине, истори темипе романсен ярăмне кăларнине палăртрĕ. Писателĕн хайлавĕсемпе юрăсем хываççĕ, спектакльсем лартаççĕ, илемлĕ фильмсем ÿкереççĕ.

Михаил Николаевич хăйĕн мăшăрне, Роза Ивановнăна сума сунăшăн шкул коллективне тав турĕ. Роза Шевлепи – Çĕрпÿ районĕн хисеплĕ çынни. Шкул ачисем паллă çыравçăсен сăмахĕсемпе çырнă юрăсем шăрантарчĕç, сăввисене вуларĕç.

Вĕренекенсен хăнаран ыйтса пĕлмелли нумай: шкул программинче унăн хайлавĕсем чылай-çке. Михаил Николаевич хаваспах хуравларĕ. „Шурçамка“ повеçе 65 чĕлхене куçарнине, Европăри çĕр-шывсенче шкулта вĕреннине пĕлтерчĕ. Ачасен пĕчĕкренех: „Ку мĕн? Мĕншĕн çапла?“ - тесе кăсăкланмаллине каларĕ. Çапла майпа ачасем пĕлÿ патне туртăннине палăртрĕ.

Чăваш çыраçисен пĕрлешĕвĕн ертÿçи пушă алăпа килмен. Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ Н.В.Федоров спонсор пулăшнипе шкула „Аттил“ издательство кăларнă кĕнекесем парнелерĕ.

Туслă çыхăну малалла та тăсăласса шанса уйрăлчĕ çыравçăпа шкул коллективĕ.

 

Фотогалерея