«Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акцие хутшăнар

Чăваш чӗлхи куне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерет. Акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ҫине ӱкерсе илмелле те #эпӗчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну cӗтелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.

 #эпӗчăвашлакалаҫатăп (Facebook)

 #эпӗчăвашлакалаҫатăп (VK)

 #эпӗчăвашлакалаҫатăп (Instagram)

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии